Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрнар районӗ

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Вӑрнар округӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗнче кун кунлакан Николай Иванович Аливанова ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Вӑл – ҫак ялти вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑ.

Николай Иванович мӑшӑрӗпе Валентина Лаврентьевнӑпа 60 ҫул пӗр сукмакпа утать, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ вӗсем.

Аливановсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсене виҫӗ мӑнук тата пӗр кӗҫӗн мӑнук савӑнтарать.

Николай Иванович колхозра водительте ӗҫленӗ, Валентина Лаврентьевна вулавӑшра тӑрӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_18507
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пирӗн ентеш аякри регионсем валли ишекен госпиталь хатӗрленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Сӑмах — РФ юханшыв транспорчӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Вӑрнар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Алексеев пирки. Вӑл «Порт Коломна» АО командӑпа пӗрле «Лука Святитель» юхан шыв госпитальне тунӑ. Кун валли вӗсене пӗр ҫул ҫурӑ кирлӗ пулнӑ.

Борт ҫинче чӑн-чӑн поликлиника евӗрех: тухтӑрсен 25 пӳлӗмӗ, лаборатори, УЗИ, эндоскопи тата рентген пур. Теплоход харӑсах 50 пациента йышӑнма пултарать. Унта медиксем валли те хӑтлӑ условисем хатӗрленӗ: каютӑсем, спортзал, сауна, кухня.

Ку уйӑхра ишекен госпиталь пӗрремӗш навигацие кайӗ, ҫитме йывӑр вырӑнсенчи ҫынсене медтӗрӗслев витӗр тухма пулӑшӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_272755
 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ҫуллахи вӑхӑтра ялсенче правасӑр ачасем скутерпа чупнине час-часах курма пулать. Хӑш чухне ку транспорта нимрен хӑрама пӗлмен яш-кӗрӗм ҫеҫ мар, ӳсӗрсем те ҫула тухаҫҫӗ.

Вӑрнар районӗнче ун пеккисенчен пӗри нумаях пулмасть Патшалӑхӑн автоинспекциӗн ӗҫченӗсен куҫӗ тӗлне лекнӗ. Мототранспортпа пыракан ҫын урах мар пек туйӑннӑран ӑна пакунлисем чарас тенӗ. Хайхи ҫын алкотестерпа тӗрӗсленме те, тухтӑрсем патне кайма та килӗшмен. Унтан та ытларах — хайхин водитель прави те пулман. Тытса чарнӑ чухне вӑл йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑма хӑтланнӑ.

Халӗ скутера штрафстоянкӑна ӑсатнӑ, ӳсӗрле тата водитель прависӗр ҫула тухнӑ арҫын тӗлӗшпе вара РФ Пуҫиле кодексӗн 264.1-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнче ВАЗ машина кювета чӑмнӑ. Аварире водитель тата 75 ҫулти хӗрарӑм аманнӑ.

Ку инкек Мӑн Явӑш ялӗ патӗнче ӗнер кӑнтӑрла иртсен, 12:20 сехетре, пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 51-ри водитель ВАЗ-11183 пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та руле итлеттереймен: машина ҫул-йӗр паллине йӑтса антарса кювета чӑмнӑ.

75 ҫулти хӗрарӑм малта ларса пынӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнни паллӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_271294
 

Ҫурт-йӗр

Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурта йӗркеллӗ тытса тӑман. Унӑн ҫивиттийӗнчен шыв кайса пурӑннӑ, нӳхрепе вара шыв тулнӑ.

Пӑтӑрмах пирки ҫав ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхне Александр Полтинина пӗлтернӗ. Вӑл Пӑртас ялӗнчи Шкул тӑкӑрлакӗнчи 6-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ ҫурт никӗсӗ йӑтӑнса та анма, инженери коммуникацийӗсем юрӑхсӑра тухма пултараҫҫӗ тесе пӑшӑрханнӑ.

Ҫурта йӗркеллӗ тытса тӑманран Александр Полтинин ӗҫтешӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе ӗҫ пуҫарма хушнӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Кульцав ялӗнче пурӑнакан Анатолий Елизаров 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Анатолий Афанасьевич Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи бомбӑсене разминировка тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Ҫар-Тинӗс флотӗнче 4 ҫул службӑра тӑнӑ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех Ленин ячӗллӗ тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ вӑл: водитель пулнӑ, бригадӑна ертсе пынӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ — 13 ҫулта чухнех колхозра тӑрӑшма тытӑннӑ.

Анатолий Афанасьевич мӑшӑрӗпе Варвара Сергеевнӑпа икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӑл хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать, мӑнукӗсемпе савӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18037
 

Республикӑра

Чӑваш Енре вӑхӑтлӑха теле- тата радиовещание чарса лартӗҫ. Анчах пур округра та мар. Ку пилӗк округа пырса тивет.

Паян 10:00-16:00 сехетсенче Куславкка округӗнчи Елчӗк ялӗнче эфир пулман. 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен вара Етӗрне округӗнчи Канаш ялӗнче трансляци пулман.

Ыран, акан 1-мӗшӗнче, 11:00-17:00 сехетсенче Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче эфира чарса лартӗҫ. Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вара 10 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Вӑрнар округӗнчи Малти Ишек ялӗнче трансляцие чарӗҫ. Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Хуракасси ялӗнче 10 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен эфира чарӗҫ.

ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, планра палӑртнӑ профилактика ӗҫӗсем пулӗҫ.

 

Сывлӑх
Ҫалкуҫ: cap.ru
Ҫалкуҫ: cap.ru

Вӑрнар округӗнчи Хирпуҫ ялӗнче иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫӗнӗ фельдшер пунктне уҫнӑччӗ. Ҫав вӑхӑтранпа кунта ҫынсем сывлӑха сиплеме 1,5 пин хутчен килнӗ. Пункт ҫывӑхри 270 ҫынна — ӗҫлекенсене, ачасене тата пенсионерсене — пулӑшу кӳрет.

Кунти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫурт малтанхипе танлаштарсан самай хӑтлӑрах: ӑшӑ, ҫутӑ, унта паянхи кунри хатӗрсем вырнаҫнӑ. Кунта 14 ҫул хушши ФАП-ра вӑй хуракан Алевтина Алексеева фельдшер тӑрӑшать. Чирлемесӗр пурӑнас тесе ял ҫыннисем валли тӗрлӗ сывлӑх шкулӗсем йӗркеленӗ, унта 100 яхӑн заняти ирттернӗ ӗнтӗ.

Пурӑнакансемшӗн тата пӗр пысӑк ҫӑмӑллӑх — эмелсене ФАПран туянма май пур. 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа кунта 350 ытла тӗрлӗ эмел сутнӑ, ҫакӑ ҫынсене район центрне ҫула тухса вӑхӑтпа укҫана перекетлеме май парать.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнче полицейскисем ҫул хӗрринче «Волга» ҫутнӑ фарӑсемпе ларнине асӑрхасан чарӑннӑ. Патнерех пынӑ та салонра шурса кайнӑ, тӑнне ҫухатнӑ водитель ларнине курнӑ.

Анчах вӗсем алӑка уҫайман – питӗрӗнчӗк пулнӑ. Полицейскисен кантӑка ҫӗмӗрме тивнӗ. Вӗсем 62 ҫулти арҫынна урама йӑтса кӑларнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем киличчен пакунлисем ӑна пӗрремӗш медпулӑшу пама пуҫланӑ, чӗрине массаж тунӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен арҫын тӑна кӗнӗ.

Каярахпа ҫав арҫын мӗншӗн ҫапла хӑтланнине полицейскисене ӑнлантарнӑ: ӗҫре йывӑрлӑхсем пулнӑран вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хума тӑнӑ иккен.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи культура ҫуртӗнче йӗркеленнӗ «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ Республикӑри пултарулӑх ушкӑнӗсен «Йӑла-йӗрке» фестиваль-конкурсра Гран-при ҫӗнсе илнӗ.

Палӑртар: конкурс икӗ турпа иртет. Пӗрремӗшӗ – суйлав тапхӑрӗ. Унта ярса панӑ видеоматериалсенчен чи лайӑххисене суйлаҫҫӗ. Финалта вара ушкӑнсем сцена ҫине тухаҫҫӗ.

Финалта «Тивет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Вӑйӑ картинче» юрӑпа ташӑ композицине кӑтартнӑ. Ҫапла вӗсем Гран-при илнӗ. Кунсӑр пуҫне ушкӑн 200 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Ку укҫапа вӗсем сцена ҫине тухмалли костюмсем ҫӗлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_17649
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 86
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 25

1913
113
Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Сунтал» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1943
83
Сваев Владимир Ильич, экономист, Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсене ертсе пынӑскер (хх–2016) ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та